Чӑваш Енре тепӗр ҫамрӑк Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче 2 предметпа 200 балл пухнӑ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтерет.
Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра ӑс пухакан Мария Пульхеровская. Мария биологипе тата химипе экзамен тытса иккӗшӗнпе те 100-шер балл пухнӑ.
Аса илтерер: ун пек тепӗр маттур хӗр – Екатерина Ейкова. Шупашкарти 2-мӗш лицейра ӑс пухнӑскер вырӑс чӗлхипе тата химипе 100-шер балл пухнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхине Атӑлӑн сулахай енчи ҫыранӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкара хирӗҫле, 46 ҫулти арҫын путса вилнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр пулнӑ, вӑл юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Унӑн виллине шывран ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ.
Аса илтерер: ҫав кунах Атӑлта 14 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра шывра 16 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Чӑваш Енӗн юн резерв фондӗнчен 80 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Ку укҫапа Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗсем электроэнергишӗн пухӑннӑ парӑма татӗҫ.
76 млн та 400 пин тенки Шупашкара кайӗ, 3 млн та 500 пин тенки - Ҫӗнӗ Шупашкара. Сӑмах май, квартал пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкарти троллейбус управленийӗ электроэнергишӗн 73 млн та 400 пин тенкӗ парӑма кӗнӗ
Историпе пулнӑ патшалӑхӑн пӗрлехи экзамӗнӗн петӗмлетӗвӗ паллӑ. Ку предметпа камсем 100 балл пухнине пӗлтернӗ.
Пӗтӗмпе икӗ ҫамрӑк чи нумай балл пухнӑ. Пӗри – Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш шкулти Анжела Романова. Тепри – Шупашкарти 5-мӗш гимназинчен вӗренсе тухнӑ Елена Бобрикова.
Сӑмах май, унччен химипе тата вырӑс чӗлхипе 100 балл пухнӑ 11 яш-хӗр пирки хыпарланӑччӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 17 сехет те 10 минутра ҫӑлав службине васкавлӑ хыпар ҫитнӗ: Ҫӗнӗ Шупашкарти чиркӗве арҫын кӗнӗ те хӑйӗн ҫумӗнче бомба пурри пирки пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем Интернационалист-салтаксен урамӗнче вырнаҫнӑ чиркӗве хӑвӑртах ҫитнӗ. Арҫын ҫумӗнче нимӗнле бомба та тупман.
Чӑваш Республикинчи ҫӑлавпа шырав служби хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав арҫынна полици машинине лартса унпа психологи калаҫӑвӗ ирттернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 16 сехет те 40 минутра Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пурӑнакан 36-ри хӗрарӑм 6 ҫулти ывӑлӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Пӗчӗкскер аслисенчен ирӗк ыйтмасӑр урама тухнӑ та самокатпа ярӑннӑ. Хайхискер «Вятка» ҫулпа пынӑ та пынӑ… Ача ҫур сехет ҫапла ярӑннӑ. Ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлне амӑшӗ сехӗрленсе ӳкнӗ ӗнтӗ, ӑна шыранӑ.
Арҫын ачана Ҫӗнӗ Шупашкара кӗнӗ ҫӗрти постра тӑракан Андрей Ильин асӑрханӑ. Полицейскисем ачана поста илсе килсе чей ӗҫтернӗ, мультик ярса панӑ.
Микрорайонтан спутник хулана ҫитиччен пӗр водитель те чарӑнса ача пӗччен ӑҫта кайни пирки кӑсӑкланман.
Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Елчӗк районӗнче хӗрарӑмсем ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Кун пирки Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтерет.
Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 63 ҫулти хӗрарӑм чӳрече ҫунӑ чухне аялалла ӳкнӗ. Вӑл ҫурӑм шӑммине хуҫнӑ.
Ҫав кун каҫхине Елчӗк районӗнче 46 ҫулти хӗрарӑм икӗ метр ҫӳллӗш аслӑк тӑрринчен ӳкнӗ.
Икӗ хӗрарӑма та пульницӑна вырттарнӑ.
Чӑваш Енри «Пике» продукцийӗн ассортименчӗ пуян: пижама, бриджи, шорты, футболка, платье, халат. Нумаях пулмасть вӗсене чикӗ леш енне те ӑсатма тытӑннӑ. Фабрика хӑйӗн таварне «Almando Melado» маркӑпа туса кӑларать. 2020 ҫултанпа продукцие Казахстанра, Беларуҫра тата Таджикистанра туянаҫҫӗ. Европа рынокне те тухас ӗмӗтлӗ.
Предприятин Ҫӗнӗ Шупашкарти производствин гендиректорӗ Аркадий Иванов журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ цех Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗҫлет, тепӗр иккӗшӗ — Шупашкарпа Ҫӗрпӳре.
Пӗтӗмпе 70-е яхӑн ҫӗвӗҫ тӑрӑшать. Персоналӑн пӗтӗмӗшле йышӗ вара — 180-а яхӑн ын. Унсӑр пуҫне тепӗр 40 ҫын продукцие Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта ваккӑн сутассипе тимлет.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 21 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Выркина Дарья Андреевна килтен ӗнер, ҫӗртмен 1-мӗшӗнче, тухса кайнӑ та таврӑнман. Кун пирки "Лиза Алерт" шырав отрячӗ пӗлтерет.
Килтен кайнӑ чухне вӑл ҫутӑ тӗслӗ сӑран куртка, хура джинс шӑлавар, хура футболка, кӗрен кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑй 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ тӗттӗм, куҫӗ хӑмӑр тӗслӗ.
Дарьйӑна куракансене 8 800 700 54 52 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 1 пин ытла ӗҫ вырӑнӗлӗх ятарлӑ экономика лаптӑкӗ уҫасшӑн. Ятарлӑ экономика зонин проекчӗ ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗччен коррупцие хирӗҫ никама пӑхӑнман экспертиза витӗр тухӗ; унтан, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен, документа халӑхпа сӳтсе явӗҫ.
Ятарлӑ экономика зонин проектне РФ Экономика аталанӑвӗн министерстви хатӗрленӗ.
Ятарлӑ экономика зонинче, паянхи куна илсен, 5 инвестор производствӑна укҫа хывас кӑмӑллине палӑртнӑ. Ҫав тӗллевпе вӗсем 3 ҫул хушшинче 13 миллиарда яхӑн тенкӗ укҫа хывӗҫ. Вӗсене пурлӑх тата транспорт налукӗнчен 20 ҫуллӑха, ҫӗр налукӗнчен 3 ҫуллӑха, тупӑш налукӗнчен 49 ҫуллӑха хӑтарӗҫ. Ҫӗнӗ производствӑсенче 1 пин ытла ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупӗ.
Инвесторсем аш-какай комбиначӗ, йывӑҫ сӳсӗнчен плита хатӗрлекен, тырӑ авӑртса тӗрлӗ продукци кӑларакан тата ытти производство уҫасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |